Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ачасемпе пӗрле аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын та лекнӗ. Пӗтӗмпе 13 ача наркӑмӑшланнӑ. Ку 40-мӗш ача пахчинчи пӗр корпусра пулнӑ.
Ача пахинче ун чухне 147 шӑпӑрлан пулнӑ. Эрнекун, канмалли кунсенче пульницӑна наркӑмӑшланнӑ ачасене илсе килме тытӑннӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку лару-тӑрӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова сӑнаса тӑрать.
Халӗ ача пахчине хупнӑ. Унта следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем килте лараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине урӑх ача пахчине ӑсатнӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи «Рябинка» ача пахчине ҫӳрекенсем ӗнер район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Мясниковпа тӗл пулнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ӗнер хулара тӗрлӗ мероприяти иртнӗ.
«Цветики – семицветики» ача-пӑча пӗрлешӗвӗн районти фестивальне те унтах кӗртмелле. Унта хутшӑннӑ «Рябинка» ача пахчине ҫӳрекенсем ыттисемпе пӗрле хулан тӗп урамӗпе колоннӑпа утса иртнӗ. Уяв тӗлне урама ялавсемпе тата шарсемпе капӑрлатнӑ. Пӗчӗкскерсене хула ҫыннисем саламланӑ. Хитре ҫипуҫ тӑхӑннӑскерсем чӑваш ташшине ташласа кӑтартнӑ.
Унтан вӗсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Ҫула май тенӗ пек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников патне кӗрсе курнӑ. Ачасене Анатолий Аркадьевич кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи.
Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров.
Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ.
Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ.
Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах.
«Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?» — тесе ыйтсан никам та: «Паллах!» — тесе татса хума хӑяймӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ача пахчи вӑл производство лаптӑкӗ мар. Тепӗр енчен, производствӑра та ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине хытах пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче 3 ҫулти шӑпӑрлан вилнӗ. Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑнах «Pro Город» текен хаҫат хыпарланине ӗненсен, ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ, пӗчӗк арҫын ача верандӑра тӑнӑ чух хырӑм ҫине персе аннӑ.
Паян ку хыпара РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗ те пӗлтерчӗ. Унта хальлӗхе нимех те уҫӑмлатман-ха. «Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче уҫӑлма тухсан 3 ҫулхи ача хырӑм ҫине ӳкнӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Пӗчӗкскер персе аннине воспитатель тӳрех асӑрханӑ, ӑна вӑл медицина сестрин пӳлӗмне йӑтса кӗнӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем те пӗчӗкскерне ҫӑлса хӑварайман — ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать тӗпчевҫӗсен типӗ хыпарне тишкерни тӑрӑх.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче виҫӗ ҫулти арҫын ача вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулнӑ. Ача мӗншӗн сывлама чарӑнни ун чухне паллӑ марччӗ.
Халӗ пӗчӗкскер хырӑм ҫине ӳкнине пӗлтереҫҫӗ. Ачасем урамра вылянӑ чухне пулнӑ ку. Воспитатель пӗчӗкскер ӳкнине тӳрех асӑрханӑ та ӑна медсестра патне илсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем реанимаци мероприятийӗсем ирттернӗ пулин те арҫын ачана ҫӑлма май килмен.
Ача мӗншӗн вилнине экспертиза палӑртӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл нимӗнпе те чыхӑнса кайман. Ӑна хӗненӗ, ҫапнӑ йӗр те ҫук. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫи тӗрӗслесех тӑрӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ача пахчинче шӑпӑрлан вилнӗ. Ку ӑнсӑртран пулнӑ.
Ача виҫӗ ҫулта ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ачасем урама уҫӑлма тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана никам та пусмӑрласа вӗлермен.
Воспитатель те унтах пулнӑ. Виҫӗ ҫулти арҫын ача верандӑн карлӑкӗ ҫинче тӑнӑ. Вӑл ӑнсӑртран ӳкнӗ.
Мӗн пулса иртнӗ? Хальлӗхе никам та пӗлмест. Анчах вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу пӗчӗкскере ҫӑлайман.
Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмелле. Унччен вара Раҫҫейри чи пысӑк партисенчен пӗри, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав ирттерет. Ӑна ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахпа каласан, праймериз тени пулать. Праймериза хутшӑнакансем те хастаррине палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗн Николай Маловӑн, акӑ, хӑйӗнпе пӗр пек хушаматлӑ виҫӗ кандидатпа кӗрешме тивӗ. Етӗрнери 9-мӗш суйлав округӗнче праймериза тата тепӗр виҫӗ Малов хутшӑнма шут тытнӑ иккен. Вӗсен хушшинче ӗҫсӗр ҫын та, усламҫӑ та, ҫар оркестрӗн дирижерӗ те пур.
Маларах эпир «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсенче политика сӗмӗллӗ реклама пуррине асӑрханине, ҫавӑн пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернине хыпарланӑччӗ.
Ҫитес суйлавра ҫӗнтерес тесе тапаҫланакансенчен хӑшӗсен ҫывӑрсан та ыйхӑ килмест пулӗ. Вӗсем ҫине тӑрсах унта та кунта ҫитеҫҫӗ, ӑна та кӑна уҫаҫҫӗ, саламламаллине саламлаҫҫӗ, пуҫ таймалла ҫӗрте пуҫ таяҫҫӗ, йӑл кулмалла чух йӑл кулаҫҫӗ. Кандидатсем ватӑсемпе тата ачасемпе ӑшшӑн калаҫнине фотографӗсем те наччасрах сӑн ӳкерсе илеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, политикӑра та реклама кирлӗ.
«Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ хӑйсене ытла та хастаррӑн, ҫине тӑрсах кӑтартакансене ырламасть. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсем тӑрӑх ҫаврӑнса тухнӑ та политика сӗмӗллӗ реклама пур тесе пӗтӗмлетнӗ. Шкулсенче те, ача пахчисенче те политика реклами сӗмӗллӗ агитматериал ҫакӑнса тӑрать-мӗн. Юхӑм ертӳҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра хастарсем Шупашкарти шкулсемпе ача пахчисене те пӑхса ҫаврӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчине Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ. Ачасене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани федераци каналӗн журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ.
«Чебурашка» ача пахчинче ҫитӗнекен ӑрӑва экологи воспитанийӗ парас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуркунне пахчара шӑнкӑрч вӗллисем ҫакнӑ. Пӗчӗк экологсем минипитомникре лартнӑ чӑрӑшсене те тӑрӑшсах пӑхса тӑраҫҫӗ.
Ачасем ҫуркунне тухнӑ пирвайхи ӳсентӑранпа, хурт-кӑпшанкӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ рашчинче те час-часах пулаҫҫӗ вӗсем.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинче шӑпӑрлансене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартӗҫ.
НТВ телеканал ертӳҫисем Шупашкарта туса ҫитереймен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна эфирта кӑтартӗҫ.
НТВ телеканалпа пыракан «Салтыков-Щедрин шоу» телекӑларӑмра Раҫҫейри чи ӑнланмалла мар ача-пӑча лапамӗсем пирки калаҫнӑ. Телеертӳҫӗсем пирӗн ачасем ӑҫта выляни пирки каласа кӑтартӗҫ.
Кӑларӑмра Сарӑтури ача-пӑча лапамне курма май пулӗ. Унта ачасем ҫӳп-ҫап купи ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ-мӗн. Симферопольти ача-пӑча лапамӗ вара сӑра лавккипе ҫумӑн. Томскра вара ачасем чӑн-чӑн танкпа юнашар выляҫҫӗ.
Телеертӳҫӗсем Алькеш поселокӗнчи туса пӗтермен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна суйлав кампанийӗпе килӗшӳллӗн пӗр чиновник хута яма тытӑннӑ. Анчах ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халӗ лапам вырӑнне — бассейн, хӗлле — каток.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |